День Победы/Сиделинский бп

Çулăм витĕр … Çĕнтерĕве çывхартнă шăл çыртса…
Çĕнтерÿ кунĕ – чи сăваплă, çутă кун –
Мăнаçланать те хурланать пăлханчăк чун.
Вышкайсăр пысăк пулнă хакĕ Çĕнтерÿн –
Мĕн чухлĕ паттăр пуçне хунă, тăкнă юн.
Эпир тăван çĕршывăн Аслă Вăрçинче çĕнтернĕренпе 78 çул мирлĕ пурнăçпа пурăнатпăр. Хаяр та ирсĕр тăшмана пирĕн салтаксем чунтан çапăçса, кĕрешсе тĕп тума пултарнă. Вĕсем тăван çĕршыва ирĕклĕх парнеленĕ. Кашни ял-хула, кашни çын тăнăçлă пурнăçпа пурăнтăр тесе вăрçăра юн тăкнă.
Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ– Çĕнтерÿ кунĕ. Чи çутă та таса уяв. Çак кун эпир паттăрсене, тылра ырми-канми вăй хунă ватăсене, ветерансене чыслатпăр.
Сителти Тăван çĕршывăн Аслă Вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче халăх йышлăн пухăнчĕ. Вĕсем пурте хăйсен аслашшĕ-кукашшĕн, ашшĕн е тата ытти тăванĕн сăн ÿкерчĕкĕсене те манман. Кунта Çĕнтерÿ кунне халалланă митинг иртрĕ. Раççей историнчи чи хаяр та хăрушă кунсенче пуçне хунă салтаксене чысласа лартнă палăк умне пухăннă ял çыннисемпе сумлă хăнасене, шкул ачисине Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе Первомайски территори пайĕн ертÿçи Анатолий Сорокин, Патăрьел муниципаллă округĕн депутачĕ Александр Иванов саламларĕç, яланах мирлĕ пурнăçпа пурăнасчĕ тесе сывлăх сунчĕç.
Сителтен çак хаяр вăрçа 144 паттăр салтак хутшăннă. Вĕсенчен 79 çамрăк мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуçĕсене хунă. Митингра кашнийĕшĕн хушаматне асăнса халăх пĕр минут шăп тăрса пуçĕсене тайрĕ, çынсемшĕн тунă пархатарлă ĕçĕсене нихăçан та асран кăларманнине çирĕплетрĕ. Вĕсен ячĕпе палăк умне чечек çыххисем, венок хурса чыс турĕç.
Çĕнтерÿ кунĕпе ял йыша саламласа шкул ачисем сăвăсем каласа, юрăсем юрласа хавхалантарчĕç, чĕрисенче паттăрлăх туйăмĕ çуратрĕç. «Ан пултăр вăрçă нихăçан», – терĕç пĕр саслăн ачасем. Эпир те вĕсемпе килĕшсе вăрçă пирки манма юраманнине çирĕплететпĕр!