ЦБ: Чăваш халăхĕн çĕнĕ ĕмĕр алăкне уçаканĕ

Патӑрьелӗнчи централизациленӗ библиотека системинчи тĕп вулавăшра чăваш чĕлхи эрнинче «Чăваш халăхĕн çĕнĕ ĕмĕр алăкне уçаканĕ» ятпа И. Я. Яковлева халалланă краеведени сехетĕнче Яковлев вулавĕсем акци иртрĕ. Мероприятине Патăрьелĕнчи 1 - мĕш номерлĕ шкулти аслă классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Ачасем вулав пулĕмĕнче «Иван Яковлевич Яковлев - аслă вĕрентекенĕмĕр» куравран кĕнекесем илсе вуларĕç, Патриархăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе паллашрĕç. Вĕсене уйрăмах «Чăваш халăхне панă халал», В. А. Смирновăн «С любовью к России / «Завещание чувашскому народу» И. Я. Яковлева на языках народов мира», В. В. Степанов чăвашла куçарнă «Иван Яковлев «Аслă çул сине» кĕнекесем кăмăла кайрĕç.
Мероприятине тивĕстеру пай ертуçи Наталия Ракова И. Я. Яковлев тăван чăваш чĕлхи çинчен каланă сăмахсемпе вĕçлерĕ: «Халăхăн ăс тăнĕпе унăн пĕтĕм тĕнче курăмне тăван чĕлхе чун парать. Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пурнăç çук».