Сител вулавӑш пункчӗнче литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ "Чӑваш чӗлхи - тӑван чӗлхе" иртрӗ

Сител вулавӑш пункчӗнче литературӑпа таврапӗлӳ сехечӗ "Чӑваш чӗлхи - тӑван чӗлхе" иртрӗ

Чăваш чĕлхи —тӑван чӗлхе
Мĕн пур унтан çепĕçреххи?
Унпа вĕрентĕм калаçма,
Пуçларăм сăвăсем çырма.
Чăваш чĕлхи — анне чĕлхи,
Мĕн пур унтан хитререххи?
Унпа ăнлантăм пурнăçа,
Унпа эп уçрăм куç-пуçа.
    ♦ Ҫапла чӑваш чӗлхинчен ҫепӗҫреххи, ачашраххи, янӑравлӑраххи, хаваслӑраххи ҫук та пулӗ. Вӑл чуна йӑпатма та савӑнтарма та пултарать.
    ♦ Ҫак илемлӗ чӗлхене хисеплесе ҫулсерен ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи кунне уявлаҫҫӗ. Сителти культура ӗҫченӗсем Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа "Чӑваш чӗлхи - тӑван чӗлхе!" мероприяти ирттерчӗҫ. Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор йӗркеленӗ уява тӗрлӗ ҫулхи шкул ачисем тата аслисем те килме ӳркенмерӗҫ.
   ♦ Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗллӗ мероприятинче тӑван чӗлхене халалланӑ юрӑсем, сӑвӑсем янӑрарӗҫ. Илемлӗ пикесем чӑваш тӗрриллӗ алӑ шӑллисемпе хитре те илӗртӳллӗ ташӑпа савӑнтарчӗҫ. Ертсе пыракансем чӗлхемӗр пирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине, вӑл епле пуян та ҫепӗҫ, янӑравлине ӑнлантарса, ҫирӗплетсе пачӗҫ.
   ♦ Пире ҫутта кӑлараканӑмӑр Иван Яковлевич Яковлев чӑвашсем валли халал ҫырнине пурте пӗлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне унӑн интереслӗ вӗрентсе каланӑ юмахсем те сахал мар. Сителти культура ӗҫченӗсем йӗркелесе ирттернӗ мероприятинче ялти хастарсем, шкул ачисем унӑн хайлавӗсем тӑрӑх инсценировка туса кӑтартрӗҫ. Питӗ кӑсӑклӑ пулса тухнӑран вӗсем пурне те килӗшрӗҫ. Ачасем те аслисемпе пӗрлех юмахра вылянӑшӑн питӗ кӑмӑллӑ пулчӗҫ.
    ♦ Чӑваш чӗлхин кунне халалланӑ мероприяти питӗ кӑсӑклӑ иртрӗ. Пурте пирӗн Иван Яковлевич Яковлев пек Улӑп паттӑр пурришӗн савӑнчӗҫ. Уйрамах ачасем ун евӗр харсӑр, халӑхшӑн усӑллӑ пулмаллине палӑртрӗҫ.



25 апреля 2023
12:18
Поделиться