Краеведени каçě «Чăваш çырулăхěн аслашшě» Шăхачри библиотекăра
_setfy5yq.jpg)
Кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин кунне уявлатпӑр. Ҫак чаплӑ уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 31 ҫул ҫитрӗ, ӑна эпир 1992 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр. Чӑваш Прометейĕ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа кăсал 175 ҫул ҫитнине халалласа Шăхачри библиотекăра уяв каçě иртрӗ.
Мероприятине Аслă Чементи вӑтам шкул ачисем, вулакансем хутшӑнчӗҫ.
Уяв «Чӑвашсен пур сумлӑ ҫын» сӑвӑпа уҫăлчӗ. Иван Яковлевич Яковлев - чăваш тĕнчине çутта кăлараканӗ, Чӗмпӗрти чӑваш шкулне никӗслекенӗ. Ҫак шкултан чылай паллӑ ҫынсем вӗренсе тухнӑ.
Хӑй ӗмӗрĕнче И.Яковлев "Чӑваш букварĕ" (30 ытла кӑларӑм), «Чӑвашсене вӗрентмелли пирвайхи вӗренӳ кӗнеки», "Букварь хыҫҫӑн чӑвашла вуламалли пӗрремӗш кĕнеке", ытти 17 кĕнекепе брошюра, педагогика, самана тата политика ыйтӑвĕсемпе, Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ ҫинчен калакан 42 статьяпа документсем пичетлесе кӑларнӑ. Юлашки ҫулсенче унӑн ҫырӑвӗсене пухса 2 томпа пичетленĕ, вĕсем паллӑ ҫутлӑх ĕҫченĕн нумай паллӑ ҫырнисен пуххин малтанхи пайĕсем пулаҫҫӗ.
Библиотека ěçченě Светлана Убаськина Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ. Пуҫтарӑннисене юбилей ячӗпе кӑларнӑ календарьсем парнелерӗҫ.
Аслă Чементи вӑтам шкул ачисем И.Я.Яковлев ҫырнӑ «Йăлăнтармăш», «Тилĕпе тăрна» хайлавӗсене рольсем тăрăх вуларěç. Чăваш чӗлхи кунне халалланӑ сӑвӑсем каласа пачӗҫ.
Вулакансем Иван Яковлевич Яковлев ӗҫне малалла тӑсмалли, тӑван чӗлхене аталантарса пымалли, чӑвашла калаҫма манмалла марри ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.
Иван Яковлев ҫырнӑ калавсем ӗҫе юратма, чӑнлӑха мала хума, ҫынпа ырӑ пулма, пӗр-пӗрне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ. Вӑл пуҫарнӑ ҫырулӑх хӑвачӗпе чӑваш литератури ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсемпе пуянлансах пырать.
Уява хутшăннисем чӑваш юррисене юрларěç, сӑвӑсем каларěç, вӑйӑсем вылярěç. Çапла майпа ҫакӑн пек уявсем ирттерсе И.Я.Яковлев ҫинчен, иртнĕ пурнăç çинчен тĕплĕнрех пĕлме пултаратпăр, чӑваш юрри-ташшисемпе ытларах паллашатпӑр.
Пирӗн республикӑн тӗп хулинче И.Я.Яковлев палӑкӗ пур. Ун ячӗпе музей та уҫнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленет. Шупашкарти аслӑ урама ун ятне панӑ. Иван Яковлевич ҫинчен кӗнекесем ҫырнӑ, фильмсем ӳкернӗ.