ДБ: И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа чӑваш чӗлхипе литератури кунӗсем пыраҫҫӗ

ДБ: И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа чӑваш чӗлхипе литератури кунӗсем пыраҫҫӗ

Ҫак эрнере аслă вӗрентекенӗмӗр И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа чӑваш чӗлхипе литератури кунӗсем пыраҫҫӗ.

И.Я. Яковлев – чăваш халăхне ҫутта кăлараканӗ. Чăваш ҫырулăхне, чăваш шкулне пурнăҫ параканӗ. Тăван халăха тӗнче цивилизацийӗн шайне ҫӗклекенӗ.
Ака уйăхӗн 20- мӗшӗнче пиллӗкмӗш классем тăван чӗлхе вӗрентекӗнпе Каллина О.А. ача-пача библиотекинче пулчӗҫ. Библиотека ӗҫченӗ Иголкина А.В. ачасене хатӗрленӗ куравпа паллаштарчӗ. Аслă вӗрентекенӗмӗрӗн ӗҫӗ – хӗлӗ ҫинчен тӗплӗнрех чарăнса тăчӗ. Чӗмпӗр шкулӗ тата унтан вӗренсе тухнă паллă ҫыравҫăсем, композиторсем, музыкантсем, художниксем, куҫаруҫăсем, историксем ҫинчен каласа пачӗ.
Ачасем «И.Я. Яковлев пурнăҫӗпе пултарулăхӗ» викторина ыйтăвӗсем ҫине хуравларӗҫ. Унăн юмахӗсемпе калавӗсене вуласа савăнчӗҫ, кăсăклă презентаци курчӗҫ.
«Чăн пӗчӗкҫӗ ӗҫе те пикенса, юратса ӗҫлӗр», - тенӗ И.Я. Яковлев. Аслă патриарх мăнукӗсем ҫак пил сăмахӗсемпе паянхи тӗл пулăва вӗҫлерӗҫ.



21 апреля 2023
11:54
Поделиться