Информаципе пӗлӳ сехечӗ "Космос пирӗншӗн ют мар!" Сител вулавӑш пункчӗ

🌠Апрелӗн 12-мӗшӗ Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшлӗ кун. 1961 çулхине тӗнче историйӗнче пӗрремӗш хут космоса Юрий Гагарин парăнтарнă. Ҫавна пулах çак куна авиаципе космонавтика уявӗ тесе палӑртнӑ.
Чăвашсемшӗн ку уявра мăнаçланмалли тепӗр сăлтав пур. Тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе тухнисенчен виҫҫӗмӗшӗ пирӗн ентеш – Андриян Николаев.
🪐Ҫак паллӑ пулӑма уявласа, хамӑрӑн паттӑрпа мӑнаҫланса Сител клубӗпе библиотекинче ӗҫлекенсем "Космос пирӗншӗн ют мар! " информаципе пӗлӳ сехечӗ ирттерчӗҫ. Унта вӑтам тата кӗҫӗн класcенчи ӑс пухакан ачасем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ. Вӗсем Оксана Хомуткина билиотекарь хатӗрленӗ куравпа паллашрӗҫ. Вӑл каласа панӑ кӑсӑклӑ пулӑмсем пирки тӗплӗн итлерӗҫ.
🛰️Космоспа ҫыхӑннӑ мероприятинче паллӑ космонавтсемпе тӗнче уҫлӑхӗнче мӗнлерех планетасем пурри пирки тӗплӗн каласа ӑнлантарчӗҫ. Культура ӗҫченӗсем Чӑваш космонавтчӗсемпе те паллаштарчӗҫ. Вӗсен пурнӑҫӗ пирки каласа пачӗҫ.
🪐☄️Ҫак мероприятине Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь ачасен тавра курӑмӗ анлӑлантӑр, вӗсен патриотлӑх туйӑмӗ устӗр тесе йӗркелерӗҫ. Культура ӗҫченӗсем ирттернӗ мероприяти тепӗр тӗллевӗ - пӗчӗккисем хамӑрӑн паттӑр ентешсемпе паллаштарасси, вӗсене ачасен асӑнче хӑварасси пулчӗ.