"Сывлӑхлӑ пулма спорта юратмалла!" Сител вулавӑш пункчӗ

✅Спорт пурнӑҫра питӗ кирлӗ пулӑм. Вӑл ҫан-ҫурӑма, кӗлеткене, ҫирӗплетме, упрама, сыхлама пулӑшать. Шӑпах ҫак тӗллевпе Республикӑра тӑтӑшах Сывлӑхпа Спорт кунӗсем иртеҫҫӗ. Сителти культура ӗҫченӗсем те ачасем ҫирӗп пулччӗр, физкультурапа туслашччӗр тесе "Сывлӑхлӑ пулма спорта юратмалла!" мероприяти ирттерчӗҫ. Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь унта тӗрлӗ ҫулхи шӑпӑрлансене спортпа туслӑ пулни пурнӑҫшӑн хаклӑ пулнине каласа кӑтартрӗҫ. Унтан тӗрлӗ хусканусем тусан еплерех усӑ панине вӗрентрӗҫ.
🏃♂️🤸♀️Мероприятин иккӗмӗш пайӗнче шкул ачисем пурте пӗрле хаваспах зарядка турӗҫ. Вӗсене тӗрлӗ упражненисене аслӑрах ҫулти ҫамрӑксем кӑтартса вӗрентсе пычӗҫ. Спортпа сывлӑх уявӗ унта кашни хутшӑнаканах савӑнӑҫлӑ кӑмӑл парнелерӗ. Пӗр пӗринпе тачӑрах, юлташлӑрах хутшӑнусем йӗркелеме майсем туса пачӗ.