Сител вулавӑш пункчӗнче "Тиннӗсемпе хумсем тӑрӑх" мероприяти иртрӗ

Сител вулавӑш пункчӗнче "Тиннӗсемпе хумсем тӑрӑх" мероприяти иртрӗ

  📘Кӗнеке - чи хаклӑ тупрасенчен пӗри. Ахальтен мар ӑна пӗлӳ ҫӑл-куҫӗ темен ӗнтӗ. Вӑл пире пурнӑҫра кирлӗ усӑллӑ япаласем, пулӑмсем пирки пӗлтерет, вӗрентет.
     Хальхи вӑхӑтра Республикӑра "Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑк кӗнеки" фестиваль-конкурс иртет. Унта 2022-мӗш ҫул кун ҫути курнӑ кӗнекесем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗлтӗр пичетленнӗ сумлӑ чун "апачӗсем" хушшинче пирӗн Патӑрьел округӗнчи Владимир Паймуллинпа Николай Арлановӑн "Пирӗнпе Турӑ тата Андреев ялавӗ ("С нами Бог и Андреевский флаг")" кӗнеки те пур. Кунта тӗрлӗ ҫулта тата тӗрлӗ вырӑнта хӗсметре тӑнӑ пирӗн тӑрӑхран тухнӑ моряксем пирки ҫырса кӑтартнӑ.
      Сителти вулавӑш пункчӗнче Оксана Хомуткина библиотекарь ятарласа ҫак изданипе ҫыхӑнтарса "Тинӗссемпе хумсем тӑрӑх" мероприяти йӗркелерӗ. Ӑна вӑл кунта хутшӑнма кӑмӑл тунисене кӗнекепе паллаштарнинчен пуҫларӗ. Унтан авторсем мӗншӗн пичетлесе кӑларма шут тытни пирки каласа кӑтартре. Оксана Хомуткина пирӗн ялтан тухнӑ моряксемпе те паллаштарса хӑварчӗ. Кашнинех ятран палӑртса тухрӗ.
Мероприятин сӑн-сӑпатне илем кӳрекеннисем — ятарласа чӗннӗ ялти Тинӗс ҫар флотӗнче тӑнӑ каччӑсем пулчӗҫ. Вӗсем хаваспах хӑйсен салтак пурнӑҫне каласа кӑтартрӗҫ. Кӑсӑклӑ самантсем пирки те манса хӑвармарӗҫ. Пӗчӗк тусӑмӑрсене моряксен историйӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен итлемешкӗн питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ. Арҫын ачасенчен нумайӑшӗн Тинӗс ҫар флотӗнче хӗсметре тӑрас кӑмӑл та ҫуралчӗ.
       Хусантан вӑрӑм ҫула кӗскетсе килме ӳркенмен Дмитрий Васильев тата ялти Александр Васильев кӗнекене пичетлесе кӑларакансене чунтан тав турӗҫ. Патӑрьел округӗшӗн ҫеҫ мар Республикӑшӑн та питӗ пӗлтерӗшлӗ, пуян содержаниллӗ пулнине палӑртрӗҫ. Каласа хӑвармалла Дмитрийпа Александр Васильевсем салтакра Балти флотӗнче пулнӑ. Ҫар тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫланӑ. Мероприятинче Дмитрий хӑйӗн дембель альбомӗ тӑрӑх ҫар пурнӑҫне тӗплӗн паллаштарчӗ.
        "Тинӗссемпе хумсем тӑрӑх" мероприяти питӗ кӑсӑклӑ иртрӗ. Кӗнекене пурте юратса вуларӗҫ, ӑна илемлӗ сӑн ӳкерчӗклӗскерне кӑсӑклансах пӑхрӗҫ.
Эпир Владимир Паймуллинпа Николай Арлановӑн "Пирӗнпе Турӑ тата Андреев ялавӗ" ятлӑ питӗ паха издание Чӑваш Енре те нумайӑшӗ пысӑк хак парасса шанатпӑр.



10 апреля 2023
08:51
Поделиться