Сител вулавӑш пункчӗнче "Кулӑш пултӑр яланах ҫумра!" уяв иртрӗ

Кулӑш ҫур пурнӑҫ тенӗ мӗн авалтан. Чӑннипех савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа, шӳтлесе пурнӑҫланӑ ӗҫсем кал-калтарах пулса пыраҫҫӗ. Ӗмӗтленнӗ емӗтсен вӗҫне ҫитме те ун чухне ҫӑмӑлрах.
Ҫакна шута илсех ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипех Кулӑш кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫӗршывра ӑна тӗрлӗрен уявлаҫҫӗ. Кашнийӗшӗнех ҫирӗпленнӗ хӑйне евӗрлӗ пулӑмсем пур.
Сителти культура ӗҫченӗсем те йӑланӑ кӗртсе кашни ҫулах ӑна анлӑн паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал та клубпа библиотекӑра мероприяти ирттерчӗҫ. Унта кӗҫӗн тата вӑтам классенче вӗренекен шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.
😆 Уява пуҫласа Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь Кулӑш кунӗн историйӗпе паллаштарчӗҫ. Унтан ачасене хаваслӑ викторинара, конкурссенче ӑмӑрттарчӗҫ. Маттур та пултаруллӑ шӑпӑрлансем тӗрлӗ ыйту ҫине хуравласа питӗ тавҫӑруллӑ пулнине тепӗр хутчен ҫирӗплетрӗҫ.
Уявӑн малалли пайӗнче культура ӗҫченӗсем ачасене тӗрлӗ вӑйӑ выляттарчӗҫ. Вӗсем ӑмӑртусенче хастӑр тупӑшса хӑйсем еплерех маттур пулнине кӑтартса пачӗҫ. Ҫавӑн пекех уявра чи маттуррисем пӗр пӗрне кӑсӑклӑ кулӑшла историсем каласа култарчӗҫ.
🐧 🐦 Ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче кулӑш кунӗпе пӗрле кайӑксен кунне те паллӑ тӑваҫҫӗ. Культура ӗҫченӗсем мероприятинче пирӗн ҫунатлӑ туссене те манса хӑвармарӗҫ. Ачасене вӗсем пирки каласа кӑтартрӗҫ. Кайӑксем ҫинчен тупмалли юмахсем парса тупсӑмне шыраттарчӗҫ. Унтан шӑпӑрлансем хӑйсене килӗшнине асӑнмалӑх ӳкерчӗк туса сӑрласа илемлетрӗҫ.
Паянхи кун пирӗн пӗчӗк туссене савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ. Яланах ырӑ чунлӑ пулмаллине, кирек хӑш йывӑрлӑхра та ҫӗнтерме май пуррине вӗрентрӗ