Книжная выставка к Году счастливого детства в Сиделинском б/п

Книжная выставка к Году счастливого детства в Сиделинском б/п

 Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн указӗпе килӗшӳллӗн 2023-мӗш ҫул — Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ. Пирӗн тӗпренчӗксем хӳтлӗхе туйса, шанса усчӗр, яланах савӑнӑҫлӑ хаваслӑ пулччӗр тесен аслисен вӗсем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Ҫакна шута илсе Сителти вулавӑш пункчӗнче Оксана Хомуткина библиотекарь "Яланах пултӑр ачалӑх"/Пусть всегда будет детство/ курав йӗркеленӗ.

Ҫӳлӗксем ҫине шӑпӑрлансем валли ҫырнӑ кӗнекесем вырнаҫтарнӑ. Унта илемлӗ литература хайлавӗсемсӗр пуҫне ачасене еплерех воспитани памалли, пурнӑҫа вӗрентекен кӗнекесем те пур. Курав хӑйне евӗр питӗ интереслӗ. Тӗрлӗ енлӗ литература пурри ӑна тата та пуянлатать.

Ҫак кунсенче куравпа кӗҫӗн класри ачасем хаваспах паллашрӗҫ. Вулавӑш ӗҫченӗ кашни кӗнеке пирки тӗплӗн каласа кӑтартрӗ. Вӑл ачасене хамӑрӑн историне лайӑх пӗлсе ҫитӗнмеллине, ӗмӗрхи йӑла-йӗркене хисеплеме, ҫӗршывӑн чӑн патриочӗсем пулмаллине ӑнлантарса пачӗ. 

Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне халалланӑ курав вӗренекенсене питӗ интереслӗ пулни савӑнтарчӗ. Вӗсем хаваспах кашни кӗнекене тытса пӑхрӗҫ, вуласа киленчӗҫ.



06 февраля 2023
15:43
Поделиться