День отца в Сиделинском б/п

Чи паттӑр та шанчӑклӑ юлташ.
Атте тесен лаштра юман тухать ума -
Хӑй лартнӑ йывӑҫ пек аттеҫӗм.
Аттесенче ҫемье тӗрекӗ кӑна мар,
Аттесенче - малашлӑхӑн кӗтречӗ.
   Чӑннипех ҫапла, атте - ҫемье тӗрекӗ. Вӗсем ҫумра чухне вӑйлӑ та шанчӑклӑ тӗрев пулнине эпир яланах туйса тӑратпӑр.
   Акă Сителти культура ӗҫченӗсем шӑпах хамӑрӑн чи хӑюллӑ та паттӑр ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене чысласа "Чи паттӑр та шанчӑклӑ юлташ" мероприяти ирттерчӗҫ.  Аттесен кунне халалланӑ уява шкул ачисем хутшӑнчӗҫ.  Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор савӑнӑҫлӑ мероприятине квест-вӑйӑ формипе йӗркелерӗҫ.
   Кунта ачасен тӗрлӗ станцисене ҫитсе кашнинчех хӑйне евӗр ӗҫсем пурнӑҫламалла пулчӗ.  Ҫапла май вӗсем ашшӗсене ӳкерчӗҫ, атте ята тивӗҫнӗ паллӑ поэтсене сӑввисем тӑрӑх пӗлчӗҫ. Ҫавӑн пекех кашнийӗшӗн ашшӗ салтакра кам пулса ҫарта тӑнине палӑртрӗҫ. Унсӑр пуҫне шкул ачисем "ҫӑлтӑр-атте" конкурсра тупӑшрӗҫ. Унта хутшӑнакӑнсем кашни вӑйӑ хӑйне майлӑ кӑсӑклӑ пулнине палӑртрӗҫ.
   Уява килнисене тата аттесене ачасем юрӑсем юрласа пачӗҫ. Илемлӗ салам сӑввисемпе саламлама та манмарӗҫ. Культура ӗҫченӗсем те уяв хуҫисене сывлӑхпа телей сунчӗҫ. Ачасем ашшӗсене юратма, хисеплеме вӗренччӗр тесе йӗркеленӗ мероприятие ҫӳллӗ шайра ирттерме тӑрӑшрӗҫ.


16 октября 2022
14:55
Поделиться