Информационный час «Новые книги» в Староахпердинской с/б

Информационный час «Новые книги» в Староахпердинской с/б

Кивӗ Ахпӳртрен тухнӑ паллӑ ҫынсем нумай, вӗсенчен пӗри - Марина Карягина. Вӑл Чӑваш наци телевиденийӗнче журналист пулса ӗҫлет, унӑн передачисем тӗнче шайӗнчи наградӑсене те тивӗҫнӗ. Марина Федоровна ҫавӑн пекех сӑвӑсем ҫырма та вӑхӑт тупать. Унӑн хайлавӗсем тарӑн шухӑшлӑ, чуна ҫывӑх пулнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпах та пуль вӗсене ина Карягина кӗнекесем кӑларма та мехел ҫитерет. Кӑҫал кӑна унӑн «Вӑхӑт тараси» тата «Урӑх ӑру» ятлисем пичетленсе тухрӗҫ. «Урӑх ӑру» кӗнекере Марина Федоровнӑн сӑввисене аслисем те, ҫамрӑксем те юратса вулаҫҫӗ. Ҫакӑ Кивӗ Ахпӳртри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта Марина Карягина ячӗпе ҫуллен йӗркелекен сӑвӑ вулакансен конкурсӗнче палӑрать. Мар чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла вулама пулать. Иккӗшӗ те Кивӗ Ахпӳртри ял библиотекинче пур. Ирина Козлова библиотекарь аслӑ класра вӗренекенсене ентеш пултарулӑхӗпе «+.н.  к.некесам» информаци сехеч.нче  тӗплӗнрех паллаштарма та ӗлкӗрчӗ.



19 сентября 2022
09:44
Поделиться