День борьбы с терроризмом в Сиделинском б/п

День борьбы с терроризмом в Сиделинском б/п

Авӑнӑн виҫҫӗмӗшӗнче терроризма хирӗҫ кӗрешмелли кун. Ҫавна пула шкулсемпе култьтура ҫурчӗсенче, библиотекасенче тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Сителти Оксана Хомуткина библиотекарьпа Ирина Лякова культорганизатор "Терроризм пирӗншӗн ют"  информаципе пӗлӳ сехечӗ йӗркелерӗҫ. Унта хутшӑннӑ шкул ачисене вӗсем  терроризм пирки каласа кӑтартрӗҫ. Ун пек инкеке лекес мар тесен обществӑлла вырӑнта хамӑра епле тытмалли пирки вӗрентрӗҫ.
    Шкул ачисем хӑйсем те ҫак тӑшманран мӗнле сыхланни пирки каласа кӑтартрӗҫ. Чи хӑрушӑ терроризмпа ҫыхӑннӑ пулӑмсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗҫ культура ӗҫченӗсем ҫак мероприятинче. Пурнӑҫра миҫе ҫынна асап кӑтартни пирки самах пуҫарчӗҫ вӗсем. Ачасене яланах асӑрхануллӑ пулмалла пирки пӗлтерчӗҫ.



05 сентября 2022
09:50
Поделиться