Аслӑ Чемен ял библиотеки «Хӗрсем вӑййа тухсассӑн та...» фольклор сехечӗ йӗркелерӗ

Несӗлсем пирӗн валли пуян еткер хӑварнӑ. "Халӑх йӑли-йӗрки пуянлӑхне упраса аталантарса пырсан ҫеҫ чӑваш ҫӗнӗрен чӗрӗлсе малалла кайма пултарать, тӗнчери ытти халӑх йышӗнче тивӗҫлӗ вырӑна тухать, - тенӗ педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Г.Н.Волков. Кашни ҫын хӑйӗнче чӑвашлӑха туймасан унӑн культурине нихӑҫан та хисеплеме вӗренеймӗ. Паллӑ ӑсчах каланӑ сӑмахсене тӗпе хурса тата Культура эткерлӗхӗн ҫулталӑкне халалласа Аслӑ Чемен ял библиотеки Питрав кун «Хӗрсем вӑййа тухсассӑн та...» фольклор сехечӗ йӗркелерӗ.
Вӑтамрах ҫултисемпе ҫамрӑксем вӑйӑ картине тӑрса чӑваш юррисене шӑрантарчӗҫ, «Кӑвакал чӑмать-и?», «Вӑйӑ такмакӗсем», «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» ӗлӗкхи вӑйӑсене кӑтартрӗҫ, «Хӑшӗ маларах», «Тупсӑмне пел» тата ытти конкурссенче тупӑшрӗҫ.
Аслисем ҫамрӑксене вӗрентсе, хӑйсемпе тан ҫак уява явӑҫтарни питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулчӗ. Уяв чӑннипех пурне те килӗшрӗ.
Вӑйӑ карти вӗҫленсен уяв сӗтелӗ хатӗрлесе ҫырла кукӑлӗпе, пылак ҫимӗҫпе сӑйланчӗҫ.