Шăхач ял библиотекинче «Юратăвăм – тăван чěлхем» литература турнирě иртрĕ

Чӑваш чӗлхи вӑл — манӑн чун та ӗмӗт,
Хӗвел те уйӑхӑм — тӑван чӗлхе.
Пуҫна чӗлхе вилессипе ан ҫӗмӗр,
Вӑл халӗ кирлӗ халӑха!
Ухсай Яккӑвӗ
Ака уйăхӗн 25-мӗшӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать. Эпир ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗрӗн Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗнче уявлатпӑр. Иван Яковлевич ӗмӗр тӑршшӗпех чӑваш халӑхӗн ертӳҫи пулнине хӑйӗн пархатарлӑ ӗҫӗсемпе кӑтартса панӑ. Вӑл тӑван халӑха ҫутта кӑлармалли тытӑма йеркелесе чӑваш шкулӗсенче ӗҫлеме тӗрлӗ енлӗ те ҫирӗп пӗлӳллӗ пин ытла вӗрентекен хатӗрленӗ, ҫӗнӗ литература чӗлхине тата профессиллӗ наци искусствин – музыка, театр, ӳнер искусствисен - пуҫламӑшне никӗсленӗ.
И.Я.Яковлев чăваш халăхне питĕ юратнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл хăйĕн «Чăваш халăхне панă халалĕнче»: «Манăн чунăм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халь те ак манăн мĕн пур шухăшăм сирĕн çийĕре куçрĕ», - тесе çырса хăварнă.
Шахач ял тăрăхěнчи вулавăшра та çак уявсене халалласа мероприяти иртрě. Пуҫламӑш класра вěренекенсене Светлана Убаськина библиотекарь И.Я.Яковлев калавӗсемпе паллаштарчě, Халал сӑмахӗсене вуласа тишкерчӗҫ.
8-мĕш класра вĕренекенсем «Юратăвăм – тăван чěлхем» литература турнирне хутшăнчĕç. Вăййа Чăваш чĕлхи тата Чăваш Республикин патшалăх символĕсен кунĕсене халалларěç.. Турнир пĕтĕмлетĕвĕпе Волкова Полина 1-мĕш вырăна тухрĕ, Смолова Кристина 2-мĕш вырăн йышăнчĕ, Сулагаева Ангелина 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Маттурсем! Саламлатпăр!
Ачасем библиотекăра чăвашла пичетленсе тухнă ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашрěç. Светлана Николаевна мероприятие вĕçленĕ май чăваш кĕнекисене вуласа чĕлхе аталантарма сĕнчĕ.