Алманчăри вулавăшра ирттернĕ «Чӑвашлăха упрар, туссем!» квест-вăйă

Паян, ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлу паракан шкулăн 8, 9 -мĕш класĕсенче вĕренекенсем хушшинче "Чӑвашлăха упрар, туссем!" ятлă квест-вăйă ирттертĕмĕр. Ку вăййăн тĕллевĕсем —чăвашсен аваллăхĕпе тата еткерлĕхĕпе паллаштарасси, чăваш чĕлхи çинчен ачасен пĕлĕвне тĕрĕслесси пулчĕç.

Ачасен икĕ ушкăнĕн («Патăрьел» тата «Чăвашсем») 8 тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухмалла пулчĕ: ваттисен сăмахĕсене аса илсе тупмалли юмахсен тупсăмне шырама, çыравçăсене сăнран палласа илме, тĕрлĕ словарьпе ĕçлеме пĕлнине кăтартма, патшалăх символӗсемпе çыхăннă ӗçсене пурнăçлама, тăван республикăри районсене, чăвашсен апат-çимĕçне тата йăли-йĕркисене аса илме тиврĕ. Ĕçсен тупсăмĕсене хăвăртрах шыраса тупас тесе ачасем тăрăшса ĕçлерĕç. Ăмăртура ушкăнпа ĕçлесе хăйсен тавра-курăмне татах анлăлатрĕç.

Пушкин карттипе йĕркеленĕ вăйă интереслĕ иртрĕ, ачасен кăмăлне килчĕ. «Патăрьел» ушкăнри ачасем маттуртарах пулни палăрчĕ.



26 апреля 2022
11:33
Поделиться