«Мăнкун уявĕ» Аслă Чемен ял библиотекинче

Мăн кун – авалхи чăваш календарĕнче çулталăка пуçласа яракан пĕрремĕш кун пулнă. Вăл чи пысăк уявсенчен пĕри шутланнă. Каярахпа Мăн кун вырăссен «пасха» уявĕпе тӳр килнĕ.
….Мăн куна чăвашсем авал вăрăм вăхăт хатĕрленнĕ. Пурт-çурт таврашĕсене тасатнă. Ачасем валли ятарласа çĕнĕ кĕпе тавраш çĕленĕ, таканкка вырнаçтарнă. Кашни кил ĕрет кĕртнĕ. Мăн кун кĕреки тулăх пулсан малашнехи пурнăç та аван пулать тесе шутланă. Уяв сĕтелĕ çинче пурин те хĕретнĕ çăмарта пулнă. Тĕрлĕрен тĕспе илемлетесси вара каярах пуçланса кайнă.
Раççейри халăхсен культура еткерлĕхĕн çулталăке халалласа Аслă Чемен ял библиотекарĕ Людмила Ежова ялти вăтам шкулта 8 - мĕш классра вĕренекенсемпе «Мăнкун уявĕ» вăйă йĕркелерĕ. Маларах ачасем асăннă уяв çинчен хатĕрленĕ электронлă презентаципе паллашрĕç. Ун хыççăн виçĕ ушкăна пайланса тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕç. Чăваш эрешĕсемпе хутран касса кăларнă ҫăмартасене илемлетрĕҫ. Кашни ачан хайне май илемлĕ «парне» пулса тăчĕ.