Юхма Мишшин пултарулăх тĕнчи

Юхма Мишшин пултарулăх тĕнчи

Чăваш Енри паллӑ ентешсен ҫулталӑкне, Патăрьел районĕ 95 çул тултарнине халалласа тата республикари «Литературăллă Чăваш ен: чи нумай вуланакан кĕнеке» конкурса хутшăнса, Патӑрьелӗнчи тĕп библиотекӑра «Юхма Мишшин пултарулăх тĕнчи» ятпа «Хавхалану» («Вдохновение») краеведени клубĕнче литературăпа поэзи каçĕ иртрĕ.

 Клуб ертуçи Наталия Ракова пултаруллă ентеш - чӑваш халӑх писателĕ, поэт, драматург Юхма Мишши  çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Мероприятинче çавăн пекех «Литературăллă Чăваш ен» выставкăна пӑхса тухрĕç, Юхма Мишшин «Тăван чĕлхе, ытарайми чăваш чĕлхи» ятпа тухнă сăвӑ кĕнекине тишкерчĕç, темиçе сӑввине вуларĕç.

  СССР тата чӑваш халăх писателĕ, паллă тĕпчевçĕ-академик, çутлăх ĕçченĕ, тăлмач, культура деятелĕ, драматургĕ Юхма Мишши 1936 мӗш çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи  Сăкăт ялĕнче ҫуралса ÿснӗ. Юхма Мишши - Чӑваш Енӗн, Тутарстан, Мари Эл, Удмурт республикисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Пӗрлешнӗ Нацисен Ушкӑнӗн парнине тата ылтӑн медальне тивӗҫнĕ çын. Ӑна Тӗнчери литературӑн К. Симонов, В. Пикуль, А. Фадеев ячӗллӗ, эрменсен Паруйр, азербайджансен Самед Варгун ячӗллӗ парнине, нимӗҫсен «Ҫӗнйӗркелӗх» парнине, турккӑсен «Тӗрӗк тӗнчишӗн тунӑ пысӑк ӗҫсемшӗн» хисеп парнине панӑ.

 Мероприятин иккĕмĕш пайĕнче «Юхма Мишшин пурнăçĕпе пултарулӑхĕ» интернет-викторина пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Ку викторина Патӑрьелӗнчи тĕп библиотекӑн социаллӑ сетĕнче пуш уйӑхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа  ака уйӑхӗн 2-мĕшĕччен пычĕ. Пурĕ 10 ыйту пулчĕ. Викторинӑна 212 çын ытла хутшӑннӑ, 7700 çын пӑхса паллашнӑ. Викторина пĕтĕмлетĕвĕ тӑрӑх çак çынсем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç:

  1 вырӑнта - Елена Анюрова, Ираида Козлова, Лариса Еслюкова, Ирина Аксакова, Надежда Яковлева, Елена Степанова, Дмитрий Маслов, Марат Хакимов,  Светлана Аблясова, Светлана Никитина, Любовь Лаврентьева, Лидия Платонова, Анастасия Дмитриева, Лекерова Надежда, Надежда Исаева, Оксана Хомуткина, Светлана Убаськина, Вероника Степанова, Ариадна Чиркина, Юрий Васильев, Гузель Черекова, Нина Мазякова, Катя Иванова, Сириня Айзатуллова, Светлана Кулакова, Людмила Надина, Анечка Анюрова, Яна Тинюкова, Антонина Тинюкова, Настя Мтина, Лера Селиванова, Анжелика Шелякова, Милена Милая, Данил Никитин, Анастасия Краснова, Ирина Овечкина, Татьяна Дмитриева;

    2 вырӑнта - Елена Абужарова, Людмила Майкова, Таня Каруева, Гелфися Шарягова, Ирина Моисеева, Алина Торговцева, Светлана Мишина, Ольга Вишнева, Татьяна Петрова, Татьяна Туктина, Виктор Царев, Кира Салмина, Марина Петрова, Анастасия Ежова, Инесса Иванова, Надежда Салмина, Ольга Кутузова,  Юлия Падусева;

   3 вырӑнта - Надежда Маслова,  Полина Чиркина, Надежда Алемесова, Татьяна Тихонова, Алена Арланова, Надежда Рубцова, Зифа Калимуллина, Светлана Шагарова, Оксана Карлина, Ольга Карсакова, Елена Никифорова, Софья Иванова, Татьяна Шарафутдинова, Марина Иванова, Алина Фролова, Майя Острякова, Арина Михалукова, Эльфия Камальтдинова, Светлана Волкова, Павел Паймин, Данил Воробьев, Алена Степанова, Елена Краснова, Илья Долгов, Артем Сергеев, Милена Сорокина, Кирилл Перепелкин, Богдан Мидюков. 

   Çĕнтерÿçĕсене дипломсем парса чысларӑмӑр. Ытти çĕнтерÿçĕсене тата вырӑнсӑр дипломсене пирĕн библиотека сайчĕ çинчен илсе пичетлеме пулать.

 



11 апреля 2022
15:00
Поделиться