День смеха в Сиделинском б/п

День смеха в Сиделинском б/п

​ ​ ​ Кулар-и, савăнар-и?

​ ​ ​ ​ Ялан туслă пурăнар-и?

​ ​ ​ ​ Шӳтпеле йӑл-йӑл кулсан

​ ​ ​ ​ ​ Пурнӑҫ пулӗ пит аван!​
Чӑннипех кулӑш ҫур пурнӑҫ тесе калас килет. Ара пирте пӗрмаях​ савӑнӑҫлӑ кӑмӑл хуҫалансан ӗҫсем те кал-калтарах​ пулаҫҫӗ.​ Ӗмӗтленнӗ емӗтсене те ун пек чухне пурнӑҫа кӗртме ҫӑмӑлрах.
    Пӗлетпӗр ӗнтӗ, ака уйӑхӗн пӗрремӗшӗнче пӗтӗм тӗнчипех Кулӑш кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Тӗрлӗ ҫӗршывра ӑна тӗрлӗрен уявлаҫҫӗ. Кашнийӗшӗнех ҫирӗпленнӗ хӑйне​ евӗрлӗ пулӑмсем пур.​
​ ​ Сителти культура ӗҫченӗсем те йӑланӑ кӗртсе кашни ҫулах Кулӑш кунне анлӑн паллӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал та клубра " Йӑл-йӑл кулӑ пирӗншӗн пултӑр ырӑ"​ мероприяти ирттерчӗҫ. Унта кӗҫӗн тата вӑтам классенче вӗренекен шкул ачисем пухӑнчӗҫ.​ ​
   Уява пуҫласа Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь Кулӑш кунӗн историйӗпе паллаштарчӗҫ. Унтан ачасене хаваслӑ викторинара ӑмӑрттарчӗҫ. Маттур та пултаруллӑ шӑпӑрлансем тӗрлӗ ыйту ҫине хуравласа питӗ​ тавҫӑруллӑ пулнине тепӗр хутчен ҫирӗплетрӗҫ.
   ​ Уявӑн виҫҫӗмӗш пайӗнче культура ӗҫченӗсем ачасене "Хаваслӑ старта" йыхравларӗҫ. Кунта пӗчӗк туссем тӗрлӗ вӑйӑсемпе конкурссенче тупӑшрӗҫ.​ ​ Вӗсем мечӗкпе, хулахупсемпе выляса савӑнма та пултарчӗҫ . Ҫавӑн пекех уявра чи маттуррисем пӗр пӗрне кӑсӑклӑ анекдотсем каласа култарчӗҫ.​
    Шӳтпе кулӑш кунӗ ачасене савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ. Яланах ырӑ чунлӑ пулмаллине, кирек хӑш йывӑрлӑхра та ҫӗнтерме май пуррине вӗрентрӗ.



02 апреля 2022
14:08
Поделиться