ЦБ: Интернет-викторина «Юхма Мишши пурнăçĕпе пултарулӑхĕ»
#2022Сумлӑентешсенҫулталӑкӗ
#ЧӑвашРеспублики
#Патăрьелрайонĕ95çул
#Патӑрьелӗнчитĕпбиблиотека
Интернет-викторина «Юхма Мишши пурнăçĕпе пултарулӑхĕ»
Сумлӑ ентешсен ҫулталӑкне халалланӑ интернет-викторина малалла тӑсӑлать. Хальхинче республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫейӗпе тата тĕнчипе палӑрнӑ ҫын – Юхма Мишши ҫинчен сӑмах пырать.
Патӑрьел районӗнчи Сăкăт ялĕнче ҫуралса ÿснӗ, СССР тата чӑваш халăх писателĕ, паллă тĕпчевçĕ-академик, çутлăх ĕçченĕ, тăлмач, культура деятелĕ, драматургĕ Юхма Мишши - Чӑваш Енӗн, Тутарстан, Мари Эл, Удмурт республикисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Пӗрлешнӗ Нацисен Ушкӑнӗн парнине тата ылтӑн медальне тивӗҫнĕ çын. Ӑна Тӗнчери литературӑн К. Симонов, В. Пикуль, А. Фадеев ячӗллӗ, эрменсен Паруйр, азербайджансен Самед Варгун ячӗллӗ парнине, нимӗҫсен «Ҫӗнйӗркелӗх» парнине, турккӑсен «Тӗрӗк тӗнчишӗн тунӑ пысӑк ӗҫсемшӗн» хисеп парнине панӑ.
Патӑрьелӗнчи тĕп библиотека çак социаллӑ сетьре «Юхма Мишши пурнăçĕпе пултарулӑхĕ» интернет-викторина ирттерет. Викторина пуш уйӑхĕн 31-мĕшĕнчен пуçласа ака уйӑхӗн 2-мĕшĕччен пырать. Пурĕ 10 ыйту. Викторина пĕтĕмлетĕвĕ ака уйӑхӗн 11-мĕшĕнче пулать. Çĕнтеруçĕсене дипломпа хаклатпӑр.
Дипломсем çинчен каярахпа тӗплӗнрех çырса пӗлтеретпӗр.
Ыйтусем çине çак ссылкӑпа кӗрсе хуравлама пулать: https://vk.com/club157243387