Праздничное мероприятие в Сиделинском б/п

Праздничное мероприятие в Сиделинском б/п

Хӗрарӑм - ҫут хӗвел ӑшши! Хӗрарӑм вӑл - ҫак пурнӑҫӑн тӗшши, Хитре тӗррийӗ, ҫут хӗвел ӑшши. Ача сассипе телей кулли, Хӗрарӑмпа кӑна пурнӑҫ тулли.    

Чӑннипех ҫак ачаш та сӑпайлӑ, маттур та ӗҫчен пикесемпе хӗрсем, хӗрарӑмсемпе кинемейсем пуртан тӗнче савӑкрах та ҫутӑрах. Вӗсем ҫак ырӑ ҫуркунне хаваслӑх, ӑшӑлӑх парнелеҫҫӗ.

Ҫавна пулах ӗнтӗ ҫутҫанталӑк ешерсе чӗрӗлме пуҫланӑ вӑхӑтра хӗрарӑмсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Сителти клубра та ҫак ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫыннӑмӑрсене халалласа "Хӗрарӑм - ҫут хӗвел ӑшши" уяв иртрӗ.    Унта ялти чăннипех маттур та пултаруллă пикесем хутшăнса куракансене савăк туйăм парнелеме хапăл пулчĕç.     

Уявра çак чи хитре те илĕртÿллĕ яланах Сител шăпишĕн çунакан хĕрарăмсене çуркуннехи чи ăшă кун ячĕпе Аслă Арапуç ял тăрăхĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Александр Иванов тата Ирина Ляковапа Оксана Хомуткина культура ĕçченĕсем ырă та чунран тухакан сăмахсемпе саламласа яланах чечек евĕр хитре, хĕвел евĕр çутă та таса пулма сунчĕç.    

Мероприятире кил вучахĕн управçисем нумай вăйă-конкурса хаваспах хутшăнса тупăшрĕç. Унсăр пуçне пултаруллă ялти артистсем аннесене, çуркуннене, анне евĕр хаклă тăван тăрăха халалланă юрăсем шăрантарса уяв хуçисене парнелерĕç. Вĕсен илемлĕ сассине пурте чунтан итлесе киленчĕç. Шкул ачисем те куракансене хаваспах савӑнӑҫлӑ юрӑсем парнелерӗҫ. Вӗсемех залри пур пикесемпе хӗрсене флешмоба хутшӑнтарса илӗртуллӗ ташӑ ташласа пачӗҫ. Хӗрарӑмсем ҫавӑн пекех авалхи такмаксене каласа чун каниччен савăнчӗҫ. Ĕлĕххи йӑлана чĕртсе тӑратса ҫынсене тĕлĕнтерчĕҫ. Вӗсен савӑк кӑмӑлӗ, юрри-ташши куракансене питӗ килӗшрӗ, ӑшӑ туйӑм ҫуратрĕ, хавхаланупа хӑватлантарчĕ.    

Чи сăваплă та сумлă хĕрсем маттуртан уяв питĕ кăсăклă та усăллă пулчĕ. Çапла хĕрарăмсем пуррипе тÿпе те янкăртарах, хĕвелĕ ăшăрах, уявĕ те иртет – чаплăрах.



09 марта 2022
10:44
Поделиться