Сăмах ăсти чаплă ята тивĕç

Сăмах ăсти чаплă ята тивĕç

Чăваш Енри паллӑ ентешсен ҫулталӑкне, Патăрьел районĕ 95 çул тултарнине халалласа, Патӑрьелӗнчи тĕп библиотекӑра «Н. Исмуков сăмах ăсти - чаплă ята тивĕç» ятпа «Хавхалану» («Вдохновение») краеведени клубĕнче литературăпа поэзи каçĕ иртрĕ.  

            Клуб ертуçи Наталия Ракова пултаруллă поэт-прозаик Николай Исмуков çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Мероприятинче çавăн пекех «Нумай енлĕ талант» выставкăна тишкерчĕç, поэт сăввисене вуларĕç.

            Чăваш халăх поэчĕ Николай Аверкиевич Исмуков 1942 çулхи пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç (Первомайски) ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл философи наукисен докторĕ, профессор. Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ. Шупашкарти коопераци институтĕнче ĕçлет. Н. Исмуков 120 ытла наука статьисемпе 5 монографи çырнă.

            Исмуков сăввисенче, пуринче те тенĕ пекех, тарăн шухăш, пурнăç хаклавĕ, малашлăх, ĕмĕт-тĕллев чаршавĕ хыçĕнчи шухăшлаттарать.

            Мероприятин иккĕмĕш пайĕнче «Николай Исмуков пурнăçĕпе пултарулӑхĕ» интернет-викторина пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Ку викторина Патӑрьелӗнчи тĕп библиотекӑн социаллӑ сетĕнче нарӑс уйӑхĕн 27-28 мĕшĕсенче  пычĕ. Пурĕ 12 ыйту пулчĕ. Викторинӑра 80 çын ытла хутшӑннӑ. Викторина пĕтĕмлетĕвĕ тӑрӑх çак çынсем çĕнтерÿçĕсем пулчĕç:

            1 вырӑнта - Елена Анюрова, Раиса Мышова, Ираида Козлова,  Валентина Тарасова, Таня Каруева, Алина Фролова, Светлана Аблясова, Эльвира Сейфуллина, Светлана Никитина, Лидия Платонова;

            2 вырӑнта - Лариса Еслюкова, Ирина Аксакова, Надежда Яковлева, Елена Степанова, Дмитрий Масов, Марат Хакимов, Людмила Майкова;

            3 вырӑнта - Надежда Маслова, Ольга Кутузова, Мария Ракова, Дарья Николаева, Анастасия Дмитриева, Марина Иванова, Татьяна Тихонова, Валентина Филиппова, Зифа Калимуллина,  Елена Васильева, Татьяна Дмитриева,  Маргарита Иванова, Кира Салмина.

            Çĕнтерÿçĕсене дипломсем парса чысланӑ.



02 марта 2022
16:18
Поделиться