Эсир - пирӗн хӳтӗлевҫӗсем

Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Ҫӗршыв Хӳтӗлевҫин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Ун чухне Раççейре салтак-ветерансене, хальхи вăхăтра çар тивĕçĕсене пурнăçлакансене тата пулас салтаксене чыслаҫҫӗ. Ку пысăк пулăм ячĕпе Сителти культура ӗҫченӗсем "Эсир -пирӗн хӳтӗлевҫӗсем!» вӑйӑ-кулӑ уявне ирттерчӗҫ.
Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь йӗркеленӗ мероприяти тӗрлӗ художествӑлла номерсемпе пуян пулчӗ.
Культура ӗҫченесем тӑван ҫӗршыв хÿтĕлевçисене саламласа ырлăхпа сывлăх, килĕшÿпе ăнлану сунчĕҫ. Яланах кирек епле лару-тăрура та тăван халăхшăн кар тăма хăюллă, хастар тата паттăр пулма каларӗҫ.
Уява тĕрлĕ çулта çар тивĕçĕсене пурнăçланă арçынсемпе пулас салтаксем конкурссемпе вăйăсенче ăмăрӑртрӗҫ. Пур ĕçсене те хăрамасăр тĕплĕн, вăр-вар пурнăçлама пултарнипе тĕлĕнтерчĕç.
Тупăшусене хакланă майăн Сител каччисем питĕ маттур та пултарулли палăрчĕ. Вĕсем пек паттăрсем пулсан тăван çĕршывшăн, пирĕн пуласлăхшăн пăшăрханма кирлĕ марри иккĕлентермест.
Вăйăсем хушшинче курма килнисемпе уяв хуçисене ялти хĕрсен ушкăнĕ тата Ульяна Лякова илемлĕ те илĕртÿллĕ юрă-ташăсемпе савăнтарчĕç. Оксана Хомуткина чуна ҫӳҫентерсе сӑвӑ каласа кӑтартрӗ. Ӑна вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ хӳтӗлевҫӗсене халалларӗ. Ялти артистсем ӗлӗкхи тата салтаксене, арçынсене халалланă хайлавсене чĕвĕл-чĕвĕл сассисемпе шăрантарса чăн-чăн уяв туса пачĕç.
Мероприятине ирттерекенсем ялти юрăçсене, çавăн пекех хутшăнма кăмăл тунисене чунтан тав турӗҫ. Ӑшӑ сӑмахпа ӑшӑтса савӑнтарчӗҫ.