Чун ыйтнипе усӑллӑ ирттереҫҫӗ кунсене

Ялта кулленхи ӗҫе ҫеҫ туса пурӑнсан кичем, тунсӑх. Ҫавӑнпа та кашнийӗшӗнех чун киленӗҫӗ пулмалла. Сител ялӗнче пурӑнакансем кӑна питӗ аван ӑнланаҫҫӗ. Нумайӑшӗ пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерес кӑмӑлпа Сител клубӗпе библиотекине час-часах ҫӳреме тӑрӑшаҫҫӗ.
Акӑ ҫак кунсенче хӗрарӑмсен пӗр ушкӑнӗ культура ӗҫченӗсем йӗркелесе пыракан "Ӑста алӑсем" кружока пуҫтарӑнчӗ.
Унта кам чӑлха, кам алсиш ҫыхать. Теприсем тӗрӗ тӗрлӗҫҫӗ. Алмаспа эреш тӑвакансем те пур. Пурте тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Пӗр пӗрне хӑйсен ӑсталӑхӗпе паллаштараҫҫӗ, ҫӗнӗ япаласене вӗрентеҫҫӗ. Черетлӗ кружок занятинче те хӗрарӑмсем алӑ ӗҫӗсем туса киленчӗҫ. Ҫакӑнтах малашне пӗрле ирттермелли мероприятисем пирки сӳтсе яврӗҫ. Ҫӗнӗ юрӑсем те вӗренчӗҫ кружока килнисем.
Чӑннипех Сителти маттур та пултаруллӑ пикесем вӑхӑта сая ямасӑр усӑллӑ ирттерчӗҫ. Малашне те ку йӑлана тӑсса час-часах пухӑнма тӗв турӗҫ.